Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ йӗркеленӗ «Электронлӑ сӑмахсар» сайтра Николай Ашмарин хатӗрленӗ словарӗ тинех тулса ҫитрӗ. Халӗ кунта пӗтӗм 17 томпа паллашма пулать. Ашмаринӑн сӑмах пуххине электронлӑ вариантра тупма йывӑр мар. PDF форматпа ӑна тӗрлӗ сайтсенчен уҫласа илме май пур. Ҫавӑн пекех ятарлӑ программа та пуррине пӗлетпӗр — вӑл ҫак словарь тӑрӑх шырама пӗлет. Шел те, ӑна хатӗрлекенӗсем унта тӗслӗхсене кӗртмен. «Электронлӑ сӑмахсара» кӗртни вара ҫак сӑмах пуххинче тулли шырав тума май парать. Ҫав шутра, тӗслӗхсенче те! Ашмаринӑн сӑмах пуххине туллин электронлӑ варианта куҫарас ӗҫе эпир 2018 ҫулта пуҫӑнтӑмӑр. Ӗҫлекенсем: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников тата ыттисем. Ку ӗҫе эпир паллӑ ӑсчахӑн юбилейӗ тӗлне тӑвасшӑнччӗ. Йӑлт туса ҫитернӗччӗ ӗнтӗ, 3-мӗш том кӑна юлнӑччӗ (пӗри хӑйӗн ҫине илнӗ ӗҫе вӗҫлеменнине пула). 3-мӗш томран та 1/3 пайне тунӑччӗ ӗнтӗ (тепӗр ҫын). Кайран пирӗн урӑх ӗҫ тупӑнчӗ: «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» пуянлатасси. Ҫак хушӑра 3-мӗш томӑн тунӑ 1/3 пайӗ те таҫта ҫухалнӑ... Шыраса вӑхӑт ирттерес мар тесе хальхинче пӗтӗмӗшле тӑвас терӗмӗр. Тавах Алина Ивановӑна, вӑл ҫак ӗҫе хӑвӑрт туса пачӗ! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
![]() «Электронлӑ сӑмахсар» сайчӗ ҫӗнӗ словарьпе пуянланчӗ. Ку хутӗнче унта 1971 ҫулта тухнӑ «Вырӑсла-чӑвашла словарь» вырнаҫрӗ. Ӑна И.А. Андреевпа Н.П. Петров редакциленӗ. Тӗп редакторӗ — М.В. Лазова. Ҫак пысӑк сӑмахсара пурӗ 41 пин ытла сӑмах кӗнӗ. Хӑй кӗнеке пурӗ 893 страницӑран тӑрать. Ӑна «Совет энциклопедийӗ» издательство кӑларнӑ пулнӑ. Кӗнекене электронлатас ӗҫе Алина Ивановӑпа (текста юсанӑ) Николай Плотников (кӗнекене ӳкернӗ, саспаллатнӑ, юсанӑ текста сайта вырнаҫтарнӑ) тунӑ. «Электронлӑ сӑмахсар» сайтӗнче унсӑр пуҫне ытти вырӑсла-чӑвашла словарьсем те пур. Ку вӑл 1972 ҫулта В.Г. Егоров редакциленӗ словарь (18,7 пин сӑмах); Скворцов М.И. тата Скворцова А.В. хатӗрленӗ вырӑсла-чӑвашла словарь (8,9 пин сӑмах, 2002 ҫулта тухнӑ); Скворцов М.И. хатӗрленӗ «Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ» (3,6 пин сӑмах; 2004 ҫулта тухнӑ). Сайтри тулли словарьсен пӗтӗмӗшле йышӗ вара 15 ҫитрӗ. «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» малашне те ҫак сайта ҫӗнӗ словарьсемпе пуянлатас ӗҫе туса пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
![]() chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Вӗренӳ институчӗ «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2022» акцин пӗрремӗш пӗтӗмлетӗвне тунине хыпарланӑ. «Института ҫитнӗ хыпарсене шута илни тӑрӑх хальлӗхе акцие 6538 ҫын хутшӑнни паллӑ. Вӗсенчен «5» паллӑ 2541 ҫын (39 %), «4» – 2303 ҫын (35 %), «3» – 1555 ҫын (24%), «2» – 139 ҫыракан илнӗ», — пӗлтернӗ институтӑн сайтӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хӑйӗн черетлӗ ҫитӗнӗвӗ пирки пӗлтерет: «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинчи» чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗсем 1,1 миллиона ҫитрӗҫ. 1 миллиона эпир пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн варринче турӑмӑр пулсан, хальхи 100 пине пухма вӑхӑт самай кирлӗ пулчӗ. Сӑлтавӗ вара хальхи вӑхӑтра лаборатори ҫак ӗҫпе пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлеменнипе ҫыхӑннӑ. Ытларах халь кулленхи хыпарсенчи мӑшӑрсемпе пуянлататпӑр. Тепӗр май каласан, енчен те малтан эпир XX ӗмӗрти пуплевӗшсене ытларах усӑ курнӑ пулсан, халь паянхи кун усӑ кураканнисене кӗртме тӑрӑшатпӑр. Хӑвӑрах сӑнама пултаратӑр: енчен те ҫӳпҫере пӗлтӗрхи 319 текст пур пулсан, кӑҫалхисен (4 уйӑх иртнӗ пулин кӑна) йышӗ 189 ҫитнӗ те. Эпир ӑсталакан «Атӑл.Тӑлмача» та ҫитес вӑхӑтра ҫӗнетме планланӑ. Ку ӗҫе эпир Александр Гринӑн 5 томлӑ пуххине (ӑна Алексей Леонтьев куҫарнӑ) мӑшӑрласа пӗтернӗ хыҫҫӑн тӑвасшӑн. Паянхи кун тӗлне 3-мӗш томӑн ҫуррине ытла мӑшӑрланӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн тӑлмача ҫӗнетӗпӗр те. Халь вӑл 673 пин мӑшӑрпа ӗҫлет (апла пулин те нумай пулмасть /пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче/ 1 миллион мӑшӑрпа ҫӗнетнӗ «Яндекс. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
![]() Паян Чӑваш чӗлхи кунӗ. Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ ҫавна май ятарлӑ парне хатӗрлерӗ — чӑвашла ҫырнӑ текстсене тӗрӗслемелли хатӗре ҫӗнетрӗ. Ҫӗнӗ версинче тупнӑ йӑнӑшсене юсанӑ тата сӑмахсен йышне ӳстернӗ. Енчен те малтанхи 31 пин те 82 сӑмаха пӗлнӗ пулсан, хальхи 31 501–31 502 сӑмаха (Libreoffice валли ӑсталанӑ хушӑмра 1 сӑмах ытларах) пӗлет. Вӗсенчен чылайӑшне текстсенче тӗл пулаканнисенчен кӗртнӗ. Орфографи тӗрӗслемелли хатӗрпе Firefox браузерта тата Libreoffice йышши офис пакетӗнче усӑ курма пулать. Сирӗн Hunspell (орфографи тӗрӗслемелли хатӗрӗн ячӗ) валли ӑсталанӑ чӑвашла сайта кӗмелле те ятарлӑ хушӑмсене уҫласа илмелле. Унта ҫавӑн пекех Hunspell валли тунӑ чӑвашла словарӗн тӗп файлӗсене те тупма пулать. Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн паянхи тепӗр парни — 1971 ҫулта тухнӑ «Вырӑсла-чӑвашла словарӗнчи» «Р» тата «С» саспаллисенчен пуҫланакан сӑмахсем. Вӗсене паян кӗртрӗмӗр. Ку словарӗн ытларах пайне тунӑ теме пулать, тата пӗчӗк пайӗ (Т-Я) ҫеҫ юлать. Ҫитес вӑхӑтра Сӑмахсарсен сайтӗнче ҫак словарӗн тулли варианчӗ вырнаҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
![]() drama.21 тата nasledie.nbchr.ru сӑнӳкерчӗксем Паян «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2022» акци иртрӗ. Диктант текстне паллӑ ҫыравҫӑ, журналист, ӑсчах, педагог Константин Петров ҫырнисем тӑрӑх йӗркеленӗ. «Текст чӑваш чӗлхине тӗнче уҫлӑхне ҫити ҫӗклесе чӑваш халӑхӗ пирки пӗтӗм тӗнчене пӗлтернӗ Улӑпӑмӑр, икӗ хут Совет Союзӗн Геройӗ ятне тивӗҫнӗ Шуршӑл ачи – Андриян Николаев космонавт летчик ҫинчен», – тесе пӗлтернӗ Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ. Текста Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Евгений Урдюков вуланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламланӑ. «Тӑван чӗлхе пирӗн халӑхшӑн питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӑл чӑвашсен нумай ӗмӗре тӑсӑлакан пуян культурипе йӑли-йӗркине тата историне сӑнарлать, халӑхӑмӑрӑн генетика кодне уҫӑмлатать. Чӗлхемӗр тӗрӗс-тӗкел сыхланса упраннӑ чухне чӑваш нацийӗ те сывах пулӗ. «Тӑван чӗлхе халӑхӑн чӗрӗлӗхне ҫирӗплетсе пани кӑна мар, вӑл шӑпах хӑй халӑх пурнӑҫӗ пулса тӑрать», – тенӗ чӑваш ҫырулӑхне никӗсленӗ аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр тата вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевич Яковлев. Чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварас, вӗренес тата аталантарас тӗллевпе эпир уйрӑм программа йышӑнтӑмӑр, вӑл йӗркеллӗн пурнӑҫланса пырать. Шкулсенче уроксем ирттересси хастарлӑн ӗҫе кӗрет, специализациленӗ классемпе лингвистика клубӗсем, методика сессийӗсемпе литература каҫӗсем йӗркеленеҫҫӗ», – тенӗ республика ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
![]() t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ – аслӑ вӗрентекенӗмӗр, чӑваш алфавичӗн тата пӗрремӗш чӑваш букварӗн авторӗ Иван Яковлев ҫуралнӑ кун. Ҫавна Мускаври чӑвашсем паян Иван Яковлевӑн вил тӑпри ҫинче пухӑннӑ. Йышра Иван Яковлевӑн тӑхӑмӗ Сергей Некрасов та пулнӑ. Унта пухӑннӑ ятлӑ-сумлӑ та паллӑ ҫынсем Иван Яковлева асра тытнине, ӑна сума сунине палӑртса сӑмах каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ытлашши марХарпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Юлашки вӑхӑтра чӑваш чӗлхинчи сӑмахсене уйрӑм е уйрӑм мар ҫырасси, мӗнле сӑмахсемпе усӑ курасси е вӗсемпе усӑ курма пӑрахасси пирки тӗрлӗ чӑвашла информаци хатӗрӗсенче, ҫав шутра чӑваш халӑх сайчӗнче те, тӗрлӗ дискуссисем пыраҫҫӗ. Чӗлхе ҫинчен тӗрлӗ шайри ӑсчахсем те, ман пек ахаль чӑвашсем те калаҫаҫҫӗ. Кашнин каланинче чун ыратӑвӗпе пӗрле тӑван чӗлхене пулӑшас тени сисӗнет. Чӑваш халӑх сайчӗн яланхи вулаканӗ пулнӑ май, эпӗ те ҫакӑн пирки хамӑн шухӑша калас тетӗп. Мӗншӗн тесен, эпир ҫак дискуссисем урлӑ пӗр-пӗрин шухӑшӗсене пӗлнин усси пур пек маншӑн. Кашни чӗлхе хӑйӗн историлле аталанӑвӗнче, авалтан килекен шалти шӑнӑрне ҫухатмасӑр, тӗрлӗ ҫӗнӗ сӑмахсене те илетех, паллах. Пирӗн пин-пин ҫулхи пуян чӑваш чӗлхи те ҫав шутра. Юлашки ӗмӗрте чӑваш чӗлхине кӗнӗ ҫӗнӗ сӑмахсенчен ытларахӑшӗ, паллах, ӑслӑлӑхпа техника аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ. Вӗсем чӑваш чӗлхине ҫеҫ мар, вырӑс чӗлхине те кӗрсе тулнӑ та паян ҫак чӗлхесенчи чӑн сӑмахсем пекех туйӑнаҫҫӗ. Комбайн, трактор, космос, ракета, космодром, телевизор, радио, компьютер, телефон, редакци, сайт, типографи, библиотека, искусство, культура тата ытти те, тата ытти те. | ||
Чӑваш чӗлхи
![]() Ҫитес тунтикун, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче «Алфавитпа майлаштарнӑ чӑваш тӗнчи» ятпа ҫӗнӗ словарьсен хӑтлавӗ иртӗ. Унта юлашки вӑхӑтра пичетленсе тухнӑ виҫӗ сӑмах пуххипе паллаштарӗҫ. Пӗрремӗшӗ: Скворцов Михаил Иванович хатӗрленӗ чӑвашла-вырӑсла словарӗ. Вӑл икӗ томпа тумалла. Пӗрремӗшӗ пӗлтӗр кун ҫути курнӑ, иккӗмӗш томӗ вара кӑҫал тухмалла. Иккӗмӗшӗ: Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин 4-мӗш томӗ. Вӑл 2020 ҫулта пичетленнӗ. Ку словарь пурӗ 7 томран тӑмалла. Виҫҫӗмӗшӗ: Дегтярёв Геннадий Анатольевич хатӗрленӗ «Чӑваш чӗлхин тематикӑлла диалектологи словарӗ: Чӗрчунпа ӳсен-тӑран ячӗсем» словарь. Вӑл пӗлтӗр пичетленнӗччӗ. Мероприятине Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ирттерӗҫ. Вӑл 15 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.07.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кульков Юрий Петрович, философи ӑҫлӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 1000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |